Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.8 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Казеева Антонина Александровна

Казеева Антонина Александровна — чӑваш театр актриси. К. В. Иванов ячӗллӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актриси. Наци театрӗсен «Атӑл юмахӗ» регионсен хушшинчи фестивальте «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире ҫӗнтернӗ (2021).

Пурнӑҫӗ

Антонина Александровна Казеева 1996 ҫулхи акан 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Ишлӗ ялӗнче ҫуралнӑ.

2017 ҫулта вӑл И. Я. Яковлев ячӗллӗ И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренсе пӗтернӗ. Художество тата музыка пӗлӗвӗн факультетӗнче «Эстрада юрри» специальноҫпа пӗлӳ илнӗ. 2016–2017 ҫулсенче ҫак университетӑн соло юрламалли кафедра ҫумӗнчи «Эстрада юррине вӗрентес теорипе практика» программа тӑрӑх профессиллӗ пӗлӗвне ӳстернӗ.

2018 ҫултанпа М. Сеспель ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ. 2025 ҫулта К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине куҫнӑ.

Актриса пек ӗҫленипе пӗрлех педагогика енӗпе те вӑй хурать — вокал тата сӑмах техникине вӗрентет.

Пултарулӑхӗ

Актриса репертуарӗнче классикӑллӑ тата хальхи драматурги хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче ролӗсем пур. Тӗп ӗҫӗсем:

  • Ф. П. Павловӑн «Ялта» спектакльте — Елюк;
  • К. В. Ивановӑн «Нарспи» спектакльте — Нарспи;
  • К. В. Ивановӑн «Нарспи» спектакльте — Сетнер амӑшӗ;
  • «Куйкӑрӑш» спектакльте — Униҫҫе;
  • В. Соллогубӑн «Ах, кама-ши савмалла?» спектакльте — Маша;
  • З. Прилепинӑн «Жизнь за други своя» спектакльте — Чуна куҫаракан;
  • И. Максимов-Кошкинскин «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» (Константин Иванов) спектакльте — Праски;
  • А. С. Пушкин тӑрӑх лартнӑ «Метель» спектакльте — Марья Гавриловна
  • А. Н. Островский пьесипе лартнӑ «Аслати» (Гроза) спектакльте — Катерина
  • Н. Сидоровӑн «Шӑпчӑк юрлать Питравччен» спектакльте — Наташа;
  • Г. Х. Андерсен юмахӗ тӑрӑх лартнӑ «Дюймовочка» спектакльте — Лӗпӗш.

Хисепӗсем

  • «Драма театрӗсен актёрӗсем юрлаҫҫӗ» республика конкурсӗн виҫҫӗмӗш премийӗ (2021);
  • Наци театрӗсен «Атӑл юмахӗ» регионсен хушшинчи фестивальте А. Пӑрттан «Ҫил ҫинчи ҫамрӑклӑх» спектакльте Марианна ролӗшӗн «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире ҫӗнтерни (2021);
  • Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Леонидовна Салаевӑн Тав хучӗ (2023);
  • Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ Ҫамрӑксен наци театрӗсен тата ҫамрӑк театрсен VII «СеспельФЕСТ» регионсен хушшинчи фестивалӗн жюрин ятарлӑ дипломӗ (А. Н. Островскийӗн «Аслати» спектаклӗнчи Катерина ролӗшӗн, 2023);
  • «Драма театрӗсен актёрӗсем юрлаҫҫӗ» республика конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн илнӗшӗн диплом (2023);
  • «Шурҫамка. Молодой Волк» спектакльте чи лайӑх актёр дуэчӗ, сӑнарсене пластика енчен кӑтартнишӗн диплома тивӗҫнӗ (2023).

Ҫемйи

Качча кайнӑ. Мӑшӑрӗ — Павлов Сергей Васильевич, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актёрӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-27 23:53:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем